Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Курак Чурачӑк

Курак Чурачӑк — Шупашкар районӗнчи ял. Ишлей ял тӑрӑхне кӗрет.

Тавралӑх

Юнашар ялсем: Виҫпӳрт Чурачӑк, Итакачкасси, Кивьял Чурачӑк, Мӑттикасси, Ҫӗньял Чурачӑк, Чармак.

Ял кун-ҫулӗ

Ял халапӗ тӑрӑх ку вырӑна тахҫан авал Курак ятлӑ ҫын килсе вырнаҫнӑ пулнӑ. Чармакпа Курак пӗрле килнӗ тет, анчах та каярах хирӗҫсе кайнӑ тет те пӗр-пӗринчен уйрӑлнӑ пулать.

1917 ҫулта ялта пурӗ 69 кил шутланнӑ.

Хуҫалӑх

1951 ҫулта 4 колхоза («Боевик», ҫаван пекех, Ленин, Карл Маркс тата Войков ячӗллисене) пӗрлештерсе «Свобода» («Ирӗклӗх») колхоза йӗркеленӗ. Председателе Морозов Степан Егоровича суйланӑ пулнӑ. 1968 ҫултанпа «Ишлей» совхоза кӗме пуҫланӑ. 1990 ҫулта совхозра шултар мӑйракаллӑ выльӑх 1200 ытла пулнӑ.

Культура

Ялта шкул пур, ӑна 1889 ҫулта уҫнӑ пулнӑ. Вӑл вӑхӑтра, 17 арҫын ачапа 3 хӗрача вӗреннӗ пулнӑ.
Ялти 27 ҫын аслӑ пӗлӳ, 28 ҫын вӑтам специальноҫлӗ пӗлӗве илнӗ.

Каҫӑсем



 
Категорисем: Курак Чурачӑк
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-09-10 16:50:53 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3914 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем